Йӗпреҫ районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Николай Павлов ӑсран тайӑлать. Унӑн тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки полицие заявлени ҫырнӑ.
Тивӗҫлӗ канури арҫынна 10 кун шыраҫҫӗ. Вӑл Кӑшмаш ялӗнче пурӑнать. Арҫын ҫӗртмен 29-мӗшӗнче 17 сехетре килтен тухнӑ та вӑрман еннелле кайнӑ. Ывӑлӗ Сергей каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен те ҫапла ҫухалнӑ. Анчах нумайран та икӗ кунран каялла таврӑннӑ.
Николай Павлова ҫухалсан яланах тӑван ялӗнче Чӑрӑшкассинче тупнӑ. Арҫын ҫичӗ хутчен микроинсульт тӳснӗ. Ҫав кун тӑванӗсем утӑ ҫулма ҫур сехетлӗхе кайнӑ. Таврӑннӑ ҫӗре лешӗ пулман.
Юлашки хутчен ӑна ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Огонек ялӗ патӗнче курнӑ. Николай Павлов 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ шурӑ, шакла вырӑнсем пур. Хура фуфайка, хӑмӑр карттус, хура шӑлавар, хура атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Николай Павлова курнисене ҫак телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 927 858 76 15. Ку ывӑлӗн Сергейӑн номерӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан Ефросиния Андриановна Филиппова 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ вӑл.
Ӑна саламламашкӑн Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та килнӗ. Шӑрттан ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен те ҫитнӗ, мӗншӗн тесене Ефросиния Андриановна Шӑрттан ялӗнче кун ҫути курнӑ.
Ефросиния Андриановна 1936 ҫулта качча тухнӑ. Вӑл Хыркасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Григорий Филипповичпа пӗр ҫулпа утнӑ. Кинемей Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи кӗрленӗ чухне нуша самаях курнӑ. Йывӑрлӑха парӑнмасӑр вӑл мӑшӑрӗпе сакӑр ачана ура ҫине тӑратнӑ.
Палӑртмалла: Ефросиния Андриановна II тата III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» кавалер орденне тивӗҫнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗнчи Каскара поселокӗнче Акатуй иртнӗ. Унта Йӗпреҫ районӗнчи ушкӑн та кайнӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява Тӗмен облаҫӗн Думин председателӗн ҫумӗ Геннадий Корепанов национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Евгений Воробьев хутшӑннӑ. Вӗсем регион парламентарийӗнчен чӑвашсене культурӑпа наци йӑлисене сыхласа хӑварнӑшӑн, ытти халӑхпа туслӑ ҫыхӑну йӗркеленӗшӗн пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ.
Акатуй виҫӗ лапамра иртнӗ. Концерт К.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ постановкӑран тытӑннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет» фольклор ансамблӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ.
Спортпа туслисем тӗрлӗ тӗсре вӑй виҫнӗ. Ҫавӑнтах чӑваш наци апачӗпе сӑйланнӑ, алӑстисен ӗҫӗсемпе киленме май пулнӑ.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑри харӑсах темиҫе районпа факеллӑ ҫынсем чупса иртнӗ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫавсем Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Элӗк районӗнчен пырса кӗнӗ, кайран Йӗпреҫ енне тухса кайнӑ.
Факел йӑтнӑ ҫынсем — «Тӗнче чупӑвӗ – 2016» Пӗтӗм тӗнчери мир, туслӑх, ӑнланулӑх эстафетине хутшӑнакансем. Унта хутшӑнас текенсен спортсмен пулни кирлӗ мар, ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Ҫунакан факела темиҫе метр та пулин йӑтса утмалла е алӑра тытса тӑрсан та ҫителӗклӗ теҫҫӗ.
Кӑҫалхи чупу вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра кӑна 19 пине яхӑн километр ҫӗнмелле. Старта Владивосток, Севастополь, Пермь тата Мускав хулисенче палӑртса хунӑ. Раҫҫей команди Казахстанри, Монголинчи, Беларуҫри, Китайри тата Финлянди чиккинче Европӑри интернационаллӑ ушкӑнпа тӗл пулмалла.
Мероприяти Ӗпхӳ хулинче, Европӑпа Ази чикӗленнӗ вырӑнта, хупӑнӗ. Унта Хӗвеланӑҫпа Хӗвелтухӑҫ пӗрлешӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна ҫынна хӗненӗшӗн айӑпласшӑн.
Ку 2015 ҫулхи ҫуркунне пулнӑ. Ҫак арҫын тата хур курнӑ ҫын Аҫтӑрхан облаҫне укҫа ӗҫлесе илме кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӗсем эрех ӗҫнӗ. Икӗ арҫын хирӗҫсе кайнӑ.
41 ҫултискер лешне чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ӳкнӗ. Лӑпланман вӑл — ӑна кӑритура сӗтӗрсе тухнӑ та каллех икӗ хутчен ҫапнӑ. Хальхинче — кӑкӑрӗ тӗлӗнчен.
Лешӗн пуҫӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Ҫавна май арҫын психика чирӗпе аптӑрама тытӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче ҫурт ҫунса кайнӑран нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР Правительстви вӗсене пулӑшу кӳме шантарнӑччӗ.
Укҫан пулӑшмашкӑн Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен парӗҫ. Кашни ҫемьене 780 пин тенкӗ пама палӑртнӑ.
Укҫа-тенкӗпе ҫеҫ мар пулӑшма палӑртнӑ. ЧР Вӗренӳ министерствине ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ ҫемьесенчи ачасене ҫуллахи уйлӑха ярас тӗлӗшпе ӗҫлеме хушу панӑ.
Пушарта шар курнисем хальлӗхе тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Икӗ ҫемье интернат шкулӑн ҫуртне куҫнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьене муниципалитетри ҫурт-йӗр фондӗнчен пурӑнмалли кӗтес уйӑрса парӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ 19 ҫулти пике ӑнсӑртран вилнӗ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ эрнере Шупашкарта пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Надя тусӗн хваттерӗнче пулнӑ. Унта вӑл вӑхӑтлӑх пурӑннӑ. Каҫхине ҫывӑрма выртнӑ вӗсем, анчах ирхине Надя вӑранайман.
Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Надя хаваслӑ, ырӑ чунлӑ пике пулнӑ. Ҫак кунсенче вӑл ППЭ тытма хатӗрленнӗ. Повара вӗренме ӗметленнӗ. Надя сывлӑхӗ начарри пирки нихӑҫан та каламан. Пике мӗншӗн вилни хальлӗхе паллӑ мар.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвне тепӗр уйӑхран ҫеҫ калӗҫ.
Укҫа тесен чылайӑшӗ пуҫа ҫухатма хатӗр. Уншӑн ҫынсене ӳпкелеме те пӗлмелле мар-тӑр — паянхи саманара пурнӑҫӗ укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать те... К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Укҫа чул кастарать» спектаклӗнче те ҫав шухӑшах палӑрать. Камитре амӑш укҫишӑн тӑванпа тӑван тупӑшать.
Ыран ку спектакле театр артисчӗсем Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере кӑтартӗҫ.
Яла спектакльпе СССР халӑх артистчӗ Вера Кузьмина, РСФСР тата ЧАССР халӑх артисчӗ Нина Яковлева, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Геннадий Медведев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Воюцкая тата Александр Демидов, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Николай Котеев актерсем ҫитӗҫ. Ҫу каҫиччен артистсем ытти тӑрӑха та ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче 13 хваттерлӗ ҫуртра пушар алхаснӑ. Ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ.
Телее, пушарта никам та вилмен. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе, инкек тӳснӗ ҫынсене ЧР Министрсен Кабинечӗн резервӗнчи укҫа-тенкӗпе пулӑшӗҫ.
Ҫуртра нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье пурӑннӑ. Кашнинче — виҫшер ача. Хальлӗхе вӗсем тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Пушар ҫурт тӑррине йӑлтах сиенлетнӗ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян Йӗпреҫ район администрацийӗнче пуҫлӑх пӳлӗмӗнче штаб ларӑвӗ пулнӑ. Унта шар курнӑ ҫемьесем те хутшӑннӑ. Ларура ҫемьесене укҫан пулӑшасси, вӗсене вӑхӑтлӑха ӑҫта вырнаҫтарасси пирки калаҫнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Михаил Игнатьев кун пирки Йӗпреҫ районӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Горбуновпа калаҫнӑ.
Нумаях пулмасть 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ. Чӑваш Енре 36 пункт ӗҫленӗ. Пур ҫӗрте те видеокамера вырнаҫтарнӑ.
Экзамена федераци инспекторӗсем, общество сӑнавҫисем, Рособрнадзорнӑн специалисчӗсем тимлӗ пӑхнӑ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ.
Вырӑс чӗлхипе экзаменран пилӗк ҫамрӑка кӑларса янӑ. Вӗсем шпаргалкӑран ҫырса илме хӑтланнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Канаш, Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнче харӑсах икӗ ҫынна экзаменран кӑларса янӑ. Экзамена вӗсем ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.09.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Пётр Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яклашкин Морис Николаевич, хор дирижёрӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |